Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Алина Аркадьевна Сосаева вилсе кайнӑ.
Надежда Григорьевна Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх Алина Сосаевӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Хваттерне чылай хушӑ телефон тытманран кӗме тивнӗ. Инкеке пула пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулас.
Алина Аркадьевна чӑваш топонимикине тӗпчекен специалист пулнӑччӗ. Вӑл Элӗк районӗнчи Витеҫуч ялӗнче ҫуралнӑ. Чылай вӑхӑт хушши Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче вӑй хунӑччӗ.
Алина Сосаева пирӗнтен сарӑмсӑр уйрӑлнӑран редакци хурланни пирки пӗлтерет. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче вӑл пире самаях пулӑшнӑччӗ.
Хушни. Алинӑпа эрнекун 14 сехет ҫурӑра республика больницин ритуал ҫуртӗнче (Мускав пр. 9В ҫурт) сывпуллашӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе республикӑри виҫӗ районта тӑпра ытлашши нӳрӗ пулнине палӑртнӑ. Ку тыр-пул тухӑҫӗшӗн хӑрушӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал лару-тӑру Йӗпреҫ, Вӑрнар тата Элӗк районӗсенче пулнине палӑртнӑ. Ҫак тӑрӑхсенче ҫумӑр нумай ҫунипе тӑпра ытлашши нӳрӗ. Халӗ вара шӑпах ҫӗрулми, куккурус, ҫу туса илмелли культурӑсене, пахча-ҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, тӑпра 10-12 сантиметр тарӑнӑшӗнче йӗпе, ҫыпӑҫать.
Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов шанчӑкран тухнине, ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Элӗк районӗн прокуратури Элӗк районӗн администрацийӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.
Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкаман. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, вырӑнти суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.
Унтан ӗҫ аппеляци мелӗпе Чӑваш Республикин Верховнӑй судне ҫитнӗ. Унтисем те Куликова ӗҫрен кӑлармалла тесе йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, маларах Куликов ӗҫлеме пӑрахнӑ-пӑрахнах.
Ӗнер республикӑра ҫил-тӑвӑл алхаснине, ҫил Шупашкарти професси колледжӗн тӑррине сӳнине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер "Мега Молл" суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче пысӑк баннер ӳксе 5 машинӑна сиенлетни пирки те хыпарланӑччӗ. Пӗр машинӑра 2 ача пулнӑ, вӗсем суранланнӑ - килте амбулатори мелӗпе сипленеҫҫӗ.
Элӗк районӗнче те пӗр харпӑр ҫурт тӑррине ҫил сӳнӗ. 7 районти 17 ялта электроэнерги сӳннӗ. Пӗтӗмпе 19 йывӑҫ тӳннӗ. Шупашкарта йывӑҫ ӳкнипе пӗр хӗрарӑм аманнӑ. Вӑл килте сипленет.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта Илья Тукташ (Семёнов) ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртнӗ.
Илья Тукташ — поэт-лирик, проза ӑсти, литературовед, фольклорист, куҫаруҫӑ. Эпир ӑна Чӑваш Республикин гимнӗн авторӗ пулнӑран та пӗлетпӗр.
Илья Тукташ 1907 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшнче Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вӑл ҫар корреспонденчӗ пулнӑ. Пурнӑҫран 1957 ҫулта уйрӑлса кайнӑ.
Вӑрӑм мар ӗмӗрӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ поэта асӑнса тӑван тӑрӑхӗнче музей уҫнӑ, Шупашкарта ун ячӗпе урам хисепленет.
Элӗк районӗнче ҫӗнӗ ферма хута яма палӑртнӑ. Ахальли мар. Ӗнесене робот-дояр сӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви.
Робот-дояран пулӑшуҫи чиплӑ ошейник пулӗ. Вӑл робота ӗнене ӑҫталла илсе каймаллине кӑтартӗ. Ҫак тытӑм ҫапла ӗҫлӗ: ӗнен сумалли вӑхӑт ҫитсен ун умӗнче алӑк уҫӑлать, вӑл сумалли вырӑна кӗрет. Робот ӑна 5-7 минутра суса пӗтерет. Сӗт тӳрех эксперсс-анализ тума каять. Япӑх тӑк робот тӳрех сума чарӑнать, кун пирки оператора пӗлтерет.
Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне 14 районта наркӑмӑшлӑ пултӑрана тӗп туса пӗтернӗпе пӗрех. Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ку ӗҫ вырӑнтан тапранман. Ҫапла пӗлтерет ЧР ял хуҫалах министрӗ Сергей Артамонов.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, наркӑмӑшлӑ пултӑран 20 районта 839 гектара ярса илнӗ. Ытларахӑшӗ – Етӗрне, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсенче. Ӑна тӗп тӑвас тесе Элӗк, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче тӑрӑшман.
Республикӑра ҫак ҫумкурӑка пӗтерме 19,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ку укҫапа хӑшӗ-пӗри вӑхӑтра усӑ курмасть ав. Сергей Артамонов Муркаш тата Элӗк районӗсем ку ӗҫе питӗ япӑх тунине палӑртнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Илле Тукташ поэт, прозаик, фольклорист ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ.
Илле Тукташ (Илья Семенович Тукташ) 1907 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ.
Вӑл «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатпа «Хатӗр пул» журнал, Самар хулинчи «Колхозник» хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, Наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ.
1946 ҫултанпа Илле Тукташ литература ӗҫӗпе пурӑннӑ. Унӑн чи паллӑ хайлавӗсенчен пӗри — «Тӑван ҫӗршыв» сӑвӑ. 1992 ҫулта ҫав сӑвва Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ тума юрра хывнӑ.
Илле Тукташ ячӗпе Шупашкарта урам хисепленсе тӑрать.
Паян 10 сехет те 50 минутра Элӗк-Ишек ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗ ҫывӑхӗнче, тракторпа микроавтобус ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Форд Транзит» микроавтобус рейсра пулман, вӑл яла кайма тухнӑ. Микроавтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МТЗ 82 тракторпа ҫапӑннӑ. Ҫав самантра трактор сулахай еннелле пӑрӑннӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире микроавтобус водителӗ аманнӑ.
Чӑваш Енри коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем асӑннӑ отрасль объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен, ӗҫе 59,9 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ.
Ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ енчен Йӗпреҫ (29,0%), Сӗнтӗрвӑрри (31,4%), Ҫӗмӗрле (32,5%) тата Ҫӗрпӳ (34,6%) районӗсем юлса пыраҫҫӗ.
Коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ, Тӑвай районӗсем тата Улатӑр хули малта. Вӗсенче палӑртнӑ ӗҫ калӑпӑшӗн 70 процентне пурнӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |